Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: Анат Кушар

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗсем
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗсем

Чӑваш кӗнеке издательствинче Зоя Нестерован «Ванюш курнӑ тӗлӗнтермӗшсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Издательствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр литература хайлавӗ ҫулсем иртсен те кивелмест, вулакана кӑсӑклантарма пӑрахмасть». Асӑннӑ кӑларӑм пӗрремӗш хут 1987 ҫулта кун ҫути курнӑ. Халӗ ӑна ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ.

Зоя Нестерова 1925 ҫулхи раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Енри шкулсенче тата Магадан облаҫӗнче учительте ӗҫленӗ.

Ҫыравҫӑн паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ванюш курнӑ тӗлӗнтермӗшсем» (1987), «Ылтӑн пӗрчисем» (1991), «Тӑватӑ асамҫӑ» (2005), «Кил хуралҫи» (2006).

Зоя Нестерова 2013 ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.

 

Персона

Зоя Алексеевна Нестерова, чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал 90 ҫулхи сумлӑ юбилейне паллӑ тӑваттӑмӑр. Уписем паллӑ ҫыравҫа манмаҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 22-мӗш числинче шкул ачисем Зоя Нестеровӑна халалласа литература каҫне пуҫтарӑнчӗҫ. Уяв каҫне чӑваш чӗлхипе литератури предметне вӗрентекен йӗркелесе пычӗ. Чи малтанах презентаципе усӑ курса пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ.

Зоя Алексеевнӑн паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ют арӑма ан чуп ту» (1998), «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ» (2003) («Чāваш ен литератури: 2003 ҫулти кӗнеке» конкурсӑн «Чи юратса вулакан чӑваш авторӗ» номинацин ҫӗнтерӳҫи), «Тӑватӑ асамҫӑ» (2006), «Пурҫӑн пӗлӗт айӗнче» (2009). Ҫыравҫӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ?» (2009) кӗнекинче калавсем тата «Ан ман, савни, ан ман», «Шырлан хӗррипе» ятлӑ повеҫсем пичетленнӗ. Кунтах унӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ», «Кунта пулман хӑна», «Шурӑ кайӑк» фантастикӑллӑ калавӗсемпе те паллашма пулать. Хайлавсенчи сӑнарсем тӗрлӗ йывӑрлӑха лекеҫҫӗ.

Малалла...

 

Зоя Нестерова
Зоя Нестерова

88 ҫула кайса чӑвашсен паллӑ хӗрарӑм ҫыравҫи Зоя Алексеевна Нестерова вилсе кайнӑ. Вӑл 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ.

Зоя Нестерова Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Нумай ҫул хушши Красноармейски тата Комсомольски районӗсенчи тата Магадан облаҫӗнчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентсе пурӑннӑ. Литературӑри пӗрремӗш пичетленнӗ ӗҫӗ: «Малтанхи юрату» повесть. Вӑл «Ялав» журналта 1957 ҫулта пичетленнӗ. 1980-мӗш ҫулсенче ачасем валли «Чее мулкач» пичетлесе кӑларнӑ.

Чылай повесть ҫырнӑ вӑл: «Сивӗ хӗвел ҫӗршывӗнче», «Пулаймарӑм санӑн мӑшӑру» тата ытти те. Ун кӗнекисем: «Чее мулкач», «Ванюш курнӑ тӗлӗнтермӗшсем», «Ылтӑн пӗрчисем», «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ».

Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр!

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 24

1910
116
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1920
106
Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1921
105
Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1955
71
Иванов Николай Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Вӑрнарти аш-какай комбинатне никӗсленӗ.
1990
36
ЧССР патшалӑх суверенитечӗ пирки деклараци йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем